Крымзарайкӑ ял тӑрӑхӗнче ҫӗрулми кӑларас ӗҫ хӗрӳ пырать. Унччен «Родина» ЯХПК (вӑл арканнӑ) уйӗсем пулнӑ ҫӗрсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра «Сельхозпродукты Чувашии» ТМЯО лартать (ҫавӑн пекех — купӑста та). Паянхи кун ял хуҫалӑх предприятийӗнче ҫӗрулмие кӑларса пуҫтараҫҫӗ. Ку ӗҫре вырӑнти халӑх хастар пулӑшать — Шуркасси, Лупашка, Сурӑмпуҫ Мучикасси, Хорнсор Ҫармӑҫ, Сурӑмварри, Сурӑмпуҫ Шӗмшеш, Утаркасси, Чартак, Элекушкӑнь ялсен халӑхӗ тӑрӑшса ӗҫлет.
Элӗк районне илес пулсан паянхи кун тӗлне кунта ҫӗрулмие 349 гектарта пуҫтарма ӗлкӗрнӗ. Пурӗ хальлӗхе 6 980 тонна кӑларнӑ, тухӑҫлӑх — 200 ц/га.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Г. Лебедев ячӗллӗ интернат лицейра «Букварьтен — илемлӗ литературӑна ҫити» конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ пулнӑ.
Кӑҫалхи конкурса 190 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсенчен 74-шне ҫеҫ суйласа илнӗ. Элӗк районӗнчи Шӗмшеш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакан Виктория Платонова «Сӑнару яланах чӗрере» хайлавӗнче кил хуҫи, йӗрке хуралӗнче тӑрӑшаканскер, Чечняри командировкӑран тупӑкра таврӑнни, виҫӗ ачана ура ҫине пӗчченех тӑратакан мӑшӑрӗ упӑшкине аса илсе хурланни пирки ҫырнӑ.
«Поэзи» секцийӗнче Чӑваш Сурӑм шкулӗнче пӗлӳ илекен Е.Иванова мала тухнӑ. «Проза» секцийӗнче Мӑн Вылӑ шкулӗнчи И.Шашкина пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗсене пысӑк хак панӑ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче И.Я.Яковлева тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ҫулсеренех тӗрлӗрен те тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ май шкулта акан 26-мӗшӗнче «Пултаруллӑ чӑваш вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем» конкурс ирттерчӗҫ. Конкурса хутшӑнаканӗсем шкулти директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Николаева С.П., чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Петрова А.Г. тата 10-мӗшпе 11-мӗш классенче вӗренекен пикесем Юля Казаковӑпа Оля Соловьева пулчӗҫ.
Уяв каҫӗ питӗ илемлӗ те хаваслӑ иртрӗ. Конкурса хутшӑнакансем чи малтанах чӑваш тумӗсемпе илемлӗн утса тухса хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравласа ӑс пуянлӑхне кӑтартрӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара хӑйсем мӗн пултарнине кӑтартса савӑнтарчӗҫ. Питӗ пултаруллӑ иккен вӗренекенсем те, вӗсене вӗрентекенӗсем те! Мӗн тери илемлӗ юрӑсем юрласа, сӑвӑ каласа, ташӑ ташласа савӑнтарчӗҫ вӗсем куракансене. Уява конкурсантсем вальс ташласа вӗҫлерӗҫ.
Муркаш тӑрӑхӗнчи «Путь Ильича» (чӑв. Ильич ҫулӗ) ял хуҫалӑх фирми ҫулран ҫул вай хушсах пырать. Тӗслӗхрен, хуҫалӑх ертӳҫисем ҫитес вӑхӑтра ӗне кӗтӗвне 1 пин пуҫа ҫитерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫак ӗмӗте пурнӑҫлама вара тар тӑкса тӑрӑшаҫҫӗ: кӑҫалхи ҫу вӗҫнелле кунта 500 ӗне валли вите туса пӗтермелле ӗнтӗ. Хуҫалӑх ертӳҫи Валерий Вязов пӗлтернӗ тӑрӑх кӗр ҫитиччен ҫӗнӗ ҫурта 600 пуҫ ӑратлӑ выльӑх килсе ҫитмелле иккен. Тепӗр ҫул вара ытти 500 пуҫ валли те вите хатӗр пулмалла.
Пысӑк ӗҫе халӑхсӑр тӑваймӑн, ҫавӑнпа та хуҫа каланӑ тӑрӑх выльӑх пӑхса ҫитӗнтерме шанчӑклӑ та ӑста ҫынсем сахал мар кирлӗ пулӗҫ. Ҫак тӗллевпе фирма пуҫлӑхӗ Шупашкарти ял хуҫалӑх академине вӗренсе пӗтерекен ҫамрӑксемпе килӗшӳ тума шутлать. Хальхи ҫамрӑка яла тавӑрма ҫӑмӑл маррине те туять Валерий Вязов — ҫулсем юсамалла, хватерсем хатӗрлемелле. Шывӗ те нушникӗ те килтех пултӑр. Мӑшӑрпа килес пулсан ӑна валли те ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлемелле. Ӗҫленипе кӑна мар, пуш вӑхӑта та савӑнӑҫлӑ ирттересшӗн ҫамрӑксен. Вязов каланӑ тӑрӑх хальлӗхе 30 ҫын валли общежити хатӗр — халь тесен халь килсе пурӑн.
Элӗк тӑрӑхӗнче хӗле ӑсатрӗҫ, ҫуркуннене кӗтсе илчӗҫ. Кану керменӗ умне ҫынсем кӑнтӑр тӗлне пуҫтарӑна пуҫларӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява [алӑх йӑлипе ватӑсем тата ял пуҫлахӗсем уҫрӗҫ. Вырӑнти юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарнӑ хыҫҫӑн уяв мӗн каҫчченех пӗр чарӑнмасӑр кӗрлерӗ, ташларӗ, юрларӗ.
Мӗн кӑна шутласа кӑларман пулӗ йӗркелекенсем: «Хӗлӗм, сывӑ пул!», — кулӑшла вӑйӑ иртрӗ, районти ял тӑрӑхӗсенчен ҫитнӗ ҫамрӑксем те хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Никама та тунсӑх мӗлки ан ҫаптӑр вуншар вырӑнта вӑйӑсем йӗркеленӗ — кам ытларах икерчӗ ҫисе ярӗ, кам кашта ҫине хӑвӑртрах улӑхса автана ҫӗнсе илӗ, пӗрене ҫинче кам-кама михӗпе ҫапса антарӗ, кам тӗл пенипе чапа тухӗ. Унсӑр пуҫне шахмат тата воллейбол ваййисем иртрӗҫ, йӗлтӗрҫӗсем ҫул ҫине тухрӗҫ. Ача-пӑчана, паллах, капӑрлатса тумлантарнӑ лаша ҫунисемпе Ҫӑварни чупни пуринчен те ытларах килӗшрӗ.
Уяв яланхи пекех, улӑм катемпине чӗртсе ҫунтарнипе вӗҫленчӗ. Сывӑ пул, Хӗлӗм, килсем, Ҫуркунне!
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче «Сӑр ен» фольклор ансамблӗ 25 ҫул тултарнине анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑвашра ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ пулнине 1986 ҫултанпа ҫирӗплетсе пыракан ансамбле саламлама хӑнасем йышлӑн килни те паха. Вӗсенчен Етӗрне район администраци тӗп специалист-эксперчӗ Нина Долгова, районти пенсионерсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, «Калинка» халӑх ансамбль ертӳҫи Валентин Семяхин, Чӑваш республикинчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Лаврентьева, фольклор ӑсти Земфира Яковлева, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин, Пӗрҫырлан ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталия Степанова тата ыттисем те чӑваш юррине аталантарса пыракан «Сӑр ене» ӑшшӑн саламларӗҫ, авалхи юрӑсене иккӗмӗш хут чӗрӗ сывлӑш вӗрсе кӗртсе пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав турӗҫ. Уяв каҫӗнче юбилярсемпе пӗрле «Илем» ансамбль те савӑк юрӑсемпе кӑмӑла уҫрӗ. Фаина Михайлова, Елизавета Неопалимская, Алевтина Соколова юрӑҫсем те ҫепӗҫ сассисемпе курма килнисене тыткӑнларӗҫ.
НАР | 06 |
Элӗк шкулне 1853-1854 ҫулсенче уҫнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра уроксем кашни кун пулман, эрнере 2-3 кун ҫеҫ вӗреннӗ, вӗрентекен вара пуп пулнӑ. Ку шкултан чӑваш халӑх поэчӗ Илле Тукташ та вӗренсе тухнӑ.
Халӗ Элӗк шкулӗнче 723 ача вӗренет. Кунта вӗрентекенсем питӗ кӑмӑллӑ, ачасене тӑрӑшсах вӗрентеҫҫӗ. Шкулта яланах тӗрлӗ мероприятисем пулса иртеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртнӗ конференцире асӑннӑ институтӑн, ҫавӑн пекех К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн, «Сувар» фондӑн тата Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен союзӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ен территорийӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсене тӗпчес тата ҫӗнӗрен калӑплас ыйтӑва хускатрӗҫ.
Ҫакна палӑртса хӑварам: тухса калаҫакансем яланхи пек хут ҫине ҫырса хатӗрленине вуласа памарӗҫ, хӑйсен пуҫӗнче, чунӗнче пуррине уҫҫӑн пӗлтерчӗҫ.
Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн директорӗ Виталий Иванов Василий Николаев академикӑн чӑваш халӑхӗ пуҫланса кайнине тӗпченин паллӑрах уйрӑмлӑхӗсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Виталий Петрович хӑй те, унпа юнашар вӑй хунӑскер, Василий Васильевичӑн ӗҫ мелне лайӑх пӗлнӗ. Ӑсчах комплекслӑ тӗпчеве, чӑваш пурнӑҫӗнчи «пушӑ вырӑнсене» «тултарас» меле тӗпе хунӑ-мӗн. Ҫав «тултармӑша» — халӑх кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ материала — кунта ҫеҫ мар, тӗнче архивӗсенче шыранӑ.
Юпан 25-мӗшпе 31-мӗшӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем хушшинче тетел ҫыхӑнӑвне усӑ курса «Тупмалли юмахсем–2» вӑйӑ-ӑмӑрту ирттерчӗ. Паян ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва виҫӗмҫулхипе танлаштарсан ытларах хутшӑнчӗҫ. Хӑвӑр пӑхӑр: малтанхи вӑййа 1200 ытларах ҫырӑннӑ пулсан, хальхинче вара 2500 патнелле. Икӗ хут ытларах. Районсене пӑхас пулсан — Вӑрнар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк тата Элӗк районӗнчисем уйрӑмах хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Хӑш-пӗр районсенчен хутшӑнакансем вара ытла та сахал пулчӗҫ — Куславкка, Ҫӗмӗрле, Муркаш. Те вӗсем патне пӗлтерӳ ҫитеймен ӗнтӗ, те компьютер таврашӗпе вӗсем чуханрах. Тутарстанри ачасем те чылайччӗ — уйрӑмах Ҫӗпрел районӗнчен хутшӑнакан йышӗ пысӑкччӗ. Вӗсен шучӗ, сӑмахран, хӗрлӗчутайсенчен та ытларахччӗ.
ЮПА | 23 |
Ҫӗпӗр чӑвашӗсем Чӳклеме ирттерни чӑннипех те Красноярск крайӗн наципе культура пурнӑҫӗнче историе кӗрсе юлмалли пулӑм. Мӗншӗн тесен чӑвашсен уявне регион шайӗнче уявлани кунта хальччен пулман. Ҫапах та йӗркелекенсене ҫак мероприятие мӗнле ирттересси мар, палӑртнӑ кунра ҫанталӑк мӗнле пуласси ытларах хумхантарнӑ, ара, Ҫӗпӗр кӗркуннинчен темӗн те кӗтме пулать-ҫке. Йӗпе-сапа ҫанталӑк мероприятие пӑсать ҫеҫ мар, унта хутшӑнакансен, курма пыракансен кӑмӑлне те хуҫать. Телее, ҫанталӑк уяр пулчӗ.
Красноярскран Назарово хулине уява автобуспа каяс текенсем ирхине ирех Мир тӳремне пуҫтарӑнчӗҫ. Унта вӗсем йӑхташсемпе Вадим Антонов генералпа тата Чӑваш Енри Элӗк районӗнчи «Валинкке» фольклор ушкӑнӗпе тӗл пулчӗҫ.
Палӑртнӑ кун кӑнтӑрла пултарулӑх ушкӑнӗсен артисчӗсем хӑнасемпе, куракансемпе алла-аллӑн тытӑнса вӑйӑ картине тӑрса юрӑ пуҫларӗҫ. Назарово хулин пуҫлӑхӗ Сергей Сетов, Назарово районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Крашенинников, крайри Кӗпӗрнаттӑр Аппарачӗн, Правительствин, Законодательство Пухӑвӗн официаллӑ ҫыннисем чӑвашсене, курма килнисене крайри пӗрремӗш чӑваш уявӗпе саламларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |